Асанне патĕнче хăнара.
(Вăтам
ушкăн)
(Музыкăпа карталанса ачасем, кĕвĕ майăн кĕрсе
тăраҫҫĕ.)
Ертсе
пыракан: Утнă ҫулпа утма лайăх,
Утнă
ҫулпа утма лайăх.
Чĕннĕ
ҫĕре килме лайăх,
Хирĕҫ тухсан кĕме лайăх,
Хирĕҫ тухсан кĕме лайăх.
Килех тесен ларма лайăх,
Килех тесен ларма лайăх.
(Халăх
юрри.)
-Ырă кун пултăр, килнĕ хăнасем! Уяв ячĕпе
саламлатпăр пурне те. Ачасем, мĕнле хитре эсир
паян. Питĕ капăр тумланнă, чăн- чăн чăвашсем вĕт. Пирĕн тăван чĕлхе-
чăваш чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла
калаҫса ӳснĕ. Чăваш чĕлхи: атте- анне чĕлхи. Тăван чĕлхе - чи ҫепĕҫ те илемлĕ чĕлхе. Мĕн тери илĕртӳллĕн
янăрать вăл. Пирĕн хамăрăн чĕлхепе
яланах мухтанмалла, ăна упрама тăрăшмалла.
Чăвашра вăрман та чăвашла калаҫть,
Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх
хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уҫҫăн чăвашла.
Сăвăсем:
«Эпĕ Чăваш Çĕршывĕнче», С.Асамат.
«Чăваш ачи»,
«
Савăнатăп», Антонина Тямина.
(Чакак «вĕҫсе» кĕрет.)
Чакак: -Чак- чак-чакакак!
-Чак- чак- чакакак!
Чакак пăтă пĕҫреть,
Хăнисене йыхăрать,
Алăк тăррине ларать,
Сăмсипеле тăвар ярать,
Хӳрипеле пăтратать.
(Ача-пăчан
йăпатмăш сăвви.)
Чакак: -Манăн
ҫыру пур!
Ертсе
пыракан: (ҫыруне
вулать).
–«Пурне те хăнана
чĕнетĕп. Сирĕн асанне.»
Ертсе пыракан:
- Ачасем, айтăр, асанне патне
хăнана каятпăр! Пурте автобус ҫине ларатпăр!(Ачасем тенкелсем ҫине лараҫҫĕ).
Юрă: «Автобус».
(Воспитатель пахча патне пырать.)
Ертсе
пыракан:
-Ки- ки- рук, сар автан,
Çĕлĕкӳ сан ылттан,
Сухалу сан пурҫнтан,
Уҫса пăх-ха кантăкран,
Салам калăп хăлхаран!
(Чăваш халăх юмахĕ)
Автан: (чупса тухать)
Ку-ка-ре-кук!
Ки-ки-ру-кук!
Вăран, Ваҫук!
Пит ҫу, Сашук!
Касси, касси,
автан сасси.
Килет ян-ян!
Таҫтан! Таҫтан!
(Хрестоматия. «Пĕчĕккисен кĕнеки».)
Ачасем: -Сывлăх сунатпăр, автан тус! Ертсе пыракан: -Автан
ҫинчен сăвăсем те пĕлетпĕр эпир.
Сăвăсем: «Икĕ пĕчĕк сар автан».
Ертсе
пыракан: -Автан тус,
сана юрă юрласа парасшăн пирĕн ачасем.
Юрă:
«Автан».
Ертсе
пыракан: -Автан тус,
автан тус, асанне килĕ ăҫтарах – ши?
Автан: -Ки-ки- ри-ку!
Çакăнталла тӳрĕ
кайăр!
(Автан
кĕрсе каять, кĕвĕ май лаша утса тухать.)
Ертсе
пыракан:
Урай тăрăх, тĕппĕр- тĕппĕр
Тур лаша ҫӳрет,
Хушăран
вăл тиха евĕр
Хыттăн
кĕҫĕнет.
(Хрестоматия. «Пĕчĕккисен кĕнеки».)
Лаша: -Иго-го; иго-го!
Сывлăх сунатăп, ачасем!
Ачасем: -Сывлăх сунатпăр, лаша тус!
Ертсе
пыракан: -Лаша тус, айта пĕрле вылятпăр!
Лаша
вăййи чупасси,
Лаша
чупса ҫитĕнет,
Лайăх лаша пуласси
Тихаранах сисĕнет.
Вăйă: «Но-о!
Лашаҫăм».
(Ачасем
икĕ ушкăна мăшăрланса пайланса тăраҫҫĕ.
Малта тăраканĕ-лаши, аллисене хыҫалалла тăсать, кайри –юланутҫă-лашине тытса
пырать. Хăш ушкăн маларах выляса
пĕтерет.)
Ертсе
пыракан: -Лаша тус, лаша тус, асанне патне мĕнле
каймалла- ши?
Лаша: -И-го-го! Тӳрĕ тикĕс ҫулпа утăр!
Ертсе
пыракан: -Тавтапуҫ!
(Лаша кĕрсе каять. Асаттепе асанне тухаҫҫĕ.)
Асанне: -Сывлăх сунатăп, мăнукăмсем! Килĕр! Килĕр! Мĕнле ҫулне тупма пĕлтĕр?
Ертсе
пыракан: - Пире
автан туспа лаша тус пулăшрĕҫ.
Асанне: -Ах, вĕсем, картишрен тухса кайнăччĕ,
алăка хупма манса кайнă та. Темех мар, автан туспа лаша тус кил тĕлне тупĕҫ-ха.
Ертсе
пыракан: -Апла пулсан, ачасем, асаттепе асаннене юрă юрласа
парар-ха.
Юрă: «Сентре ҫинче старикки».
Асатте: -Эй, маттурсем, питĕ савăнтартăр- ҫке мана!
Асанне: -Эх, чăрсăр сысна ҫурисем, ăҫта ҫĕтсе ҫӳреҫҫĕ – ши, тата?
Выля- выля ҫӳресе , киле таврăнма та шутламаҫҫĕ.
Ертсе
пыракан: -Асанне, айта,
эпир сире пулăшатпăр! Пурте пĕрле чĕнĕпĕр. Мĕн ятлă –ха вĕсем, сирĕн?
Асанне:
- Пĕри:
Нăркка!
-Тепри:
Мăркка!
-Виҫҫĕмĕшĕ: Сăркка!
(Ачасем чĕнеҫҫĕ, сысна ҫурисем чупса тухаҫҫĕ.)
Ташă: «Сысна ташши».
Асанне: -Ах,
чăрсăрсем, килĕр-ха кунта. Вăт ,
килтен тухса тарнă вĕсем?
(Нăриклетсе асанне патне лараҫҫĕ.)
Асанне: -Мĕн, хырăмăрсем выҫрĕҫ- им?
Ертсе
пыракан: (ачана витре
парать). -Саша, апат пар-ха
вĕсене.
Саша: (апат сапса)
Нăркки,
Нăркки, Нăркки тус,
Çерем тăрăх вăл утать,
Симĕс курăк
вăл татать,
Унтан киле
чуптарать.
(Сысна ҫурисем чупса кĕрсе каяҫҫĕ, качака чупса тухать те пахчана кĕрсе каять.)
Асанне: -Ах, кам-ши кĕнĕ пахчана? Эй-яй-яй! Купăста вăл ҫиет. Тух, хăвăртрах!
(Качака чупса тухать.)
Качака: Шĕвĕр сухаллă,
Вăрăм мăйракаллă,
Шукăль пушмакпа
Шав чака-чака
Утап сукмакпа
Ялан малалла.
(Хрестоматия.
«Пĕчĕккисен кĕнеки».)
Ертсе
пыракан: - Качака тус,
Качака тус! Асаннепе асаттене юрă юрласа парар-ха?
Юрă: «Качака».
Сăвсем:
«Кăчăр- качăр качака».
Асанне: - Халĕ
ĕнтĕ, пурте килте.
(Качака кĕрсе каять, асатте
васкаса тухать.)
Асатте: -
Карчăк, пирĕн Улайкка кĕтӳрен
таврман- ҫке!
Асанне: -Чăн та, Улайкка ҫинчен маннă. Иртенпех
ешĕл курăк ҫиет ĕнтĕ.
Асатте: Эпĕ ăшă сĕт ĕҫме кăмăллатăп, питĕ техĕмлĕ- ҫке вăл.
Саша: Кĕтӳ ярсан каҫхине,
Хамăр ĕне сассине
Эп таҫтанах паллатăп,
Хапха
уҫма васкатăп.
(Хрестоматия.
«Пĕчĕккисен кĕнеки»)
Асанне: -Старик,
тух! Хăвала ĕнене.
Асатте: -Юрать,
юрать, хăвалатăп.
(Асатте тухса, канртинчен тытса, ĕнене ҫавăтса кĕрет. Мăйраки
ҫинче чечек, мăйĕ ҫинче
шăнкăравсем.)
Асанне:
- Маттурскер,тăраниччен курăк ҫирĕн-и?
(Ĕнене ачашлать, ĕни пуҫне силлет,)
Асанне: -Сан шăнкăрав сасси таҫтан илтĕнет, пăх-ха,
миҫе унта?
(Асанне шăнкăравсене хывать,
ĕнене айккине ҫавăтса тăратать, кантрине карта ҫумне кăкарать,
воспитателе парать.)
Ертсе
пыракан: -Ачасем, айтăр,ĕнен шăнкăравĕсемпе вăйă вылятпăр!
Вăйă: «Куҫ хуппилле».
(Икĕ
ачан куҫне тутăрпа ҫыхаҫҫĕ, мăйĕсенче шăнкăрав, пĕр-пĕрне тытмалла, асатте те пĕрле вылять.)
Сăвăсем: «Урамра ĕне тăрать.»
Асанне: - Старик, ĕне сума вăхăт ҫитрĕ. Айта, каяр.
(Асаттепе асанне ĕнене ҫавăтса кĕрсе каяҫҫĕ.)
Ертсе
пыракан: Чӳречене уҫăр-ха,
Уҫă сывлăш кĕтĕр-ха.
Ик еннелле сирĕлĕр-ха,
Чăваш ташши ташлар –ха.
(Такмаксем.)
Ташă: «Чăваш ташши».
(Асаттепе асанне кĕреҫҫĕ, аллинче карҫҫынкка.)
Сăвăсем:
«Чăпар чăх».
Асанне: - Эй,
мăнукăмсем, паян чăхсем патне ҫăмарта илме тухрăм та, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Курăр- ха,
мĕнле ҫăмартасем, илĕр. Сире кучченеҫ пултăр.
Ертсе
пыракан: -Тавтапуҫ,
асанне. Пирĕн киле кайма та вăхăт ҫитрĕ.
Лартăмăр автобус ҫине. Кайрăмăр килелле.
Асанне:
-Чипер кайăр!
( Асанне кĕрсе каять. Ачасем
тенкелсем ҫине лараҫҫĕ, «Автобус»
кĕввипе.)
Ертсе
пыракан: -Акă ĕнтĕ
киле ҫитрĕмĕр, асанне кучченеҫĕсене парам-ха сире.
Питĕ
маттур пултăмăр паян. Çакăнпа пирĕн уяв вĕҫленчĕ.
Комментариев нет:
Отправить комментарий